Неделя чувашского языка

Ака уйăхĕ, 19

Чăваш чĕлхи эрнине уçни.  «Ешĕл хунав» литература журналĕн  презентацийĕ

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Кăçал ăна И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул, Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалларăмăр. Пирĕн хамăрăн та пĕчĕк юбилей пулчĕ – шкулти «Ешĕл хунав» кружок ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитрĕ. Çав ятпа кружока çÿрекенсем журналăн черетлĕ номерĕпе паллаштарчĕç.

Журналта шкул ачисем хăйсем хайланă сăввисем кун курчĕç. Вĕсем сăвăсенче ытларах çут çанталăк çинчен çыраççĕ.

Морозова Н.И., чăваш чĕлхи учителĕ

 

 

Апрель, 20

«Авалтан - паянччен». Ал çыру кĕнекисен хÿтĕлевĕ (5-мĕш класс)

Кăрлач уйăхĕнче чăвашсен паллă лексикографĕ М.И.Скворцов 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Паян 5-мĕш класра вĕренекенсем унăн «Чăвашла-вырăсла тата Вырăсла чăвашла словарĕпе» ĕçлеме питĕ килĕштереççĕ. Кунсăр пуçне, профессорăн 1985-мĕш çулта тухнă словарьне те час-часах Алла тытаççĕ. Паян вĕсем çак словарь тăрăх тунă хăйсен проект ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.

                        Вĕренекенсене пуринчен ытларах Миляков Владиславăн, Чернова Ольгăн,Елехина Жаннăн ĕçĕсем килĕшрĕç.

 

Апрель, 22

«Калем тытрăм аллăма…» çамрăк корреспондентсен мастер-класĕ

Çак кун юнкорсем кружок çинчен ÿкернĕ видеоролик пăхрĕç.

 

 

Апрель, 24

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасси

 

Апрель, 25

Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв концерчĕ.

5-8-мĕш классенче вĕренекенсем Н.Белов-Аманик композитор юрăçпа тĕл пулчĕç. Ку ят пирĕн тăрăхри çынсемшĕн çĕнĕ ят мар, мĕншĕн тесен Николай Николаевич Елчĕк ял поселенийĕнчи çынсемпе тăтăшах тĕл пулать, вĕсем умĕнче хăйĕн юррисене юрлать. Хальхинче те Н.Белов репертуарĕнче Тăван çĕр-шыва, тăван ене халалланă юрăсем пулчĕç.