«Тÿпере пĕртен-пĕр хĕвел пур, çĕр çинче – пĕртен-пĕр анне» темăпа пысăк концерт иртрĕ.

Раштавăн 1-мĕшĕнче Аттепе анне çулталăкне пĕтĕмлетсе тата Анне кунне халалласа  Елчĕкри вăтам шкулта «Тÿпере пĕртен-пĕр хĕвел пур, çĕр çинче – пĕртен-пĕр анне» темăпа пысăк концерт иртрĕ. Çак кун аннесене тав туса каланă сăмахсем пирĕн шкулта чăвашла та вырăсла, акăлчанла та узбекла янăрарĕç. Концерта 5 тата 7 классенче вĕренекенсем «Юратнă анне» юрăпа пуçларĕç. Кĕске вăхăт шкулта пулакан ачасем юрланă май кĕвĕ çеммипе вăйă карти туса çаврăнчĕç. 1-мĕш класра вĕренекен Данилова Алина  анне çинчен вырăсла сăвă вуласа куракансене тĕлĕнтерчĕ. Унтан концерт тăршшĕпе аннесене сума суса чăвашла тата вырăсла юрă-сăвă янăрарĕ, сценка пулчĕ. Музыка шкулĕнче вĕренекенсем те ташша-юрра хастар пулчĕç. Аннесем çамрăк баянистсен ушкăнне тав туса нумайччен алă çупрĕç.