Нарăсăн 20-мĕшĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсем Елена Дубровская ачасем валли ÿкернĕ "Честь имею" фильмпа паллашрĕç. Фильмри тĕп сăнар ачасене çывăх. Вăл çyл юппинче тăрать: Гришăн чыса ÿкермесĕр ырă ята упраса хăвармалла е суя çÿлĕ çине тăрса йĕксĕке тухмалла. Гриша Свирин ача пулин те, çaкна ăнланать: ырă туни ырăпа таврăнать, чăнлăxшăн тăни пурнăç çyлне тупма пулăшать.
Шкул ачисем шухăша яракан фильма кăмăлпа пăxрĕç.