Елчĕкри вăтам шкулта Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă мероприятисем иртеççĕ. Нарăсăн 20-мĕшĕнче саламлă сăмах кунĕ пулчĕ. Çак кун 5-мĕшпе 6-мĕш классенче вĕренекенсем педагогсемпе ашшĕ-амăшне уяв ячĕпе саламларĕç, вĕсене хăйсем ăсталанă салам открыткисем валеçрĕç.
Аслă тата вăтам классенче «чупакан» лекцисем иртрĕç. Лектор ачасем Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне 2000 çултанпа уявлани çинчен калаçрĕç, 1952 çулта Пакистанра пулса иртнĕ студентсен демонстрацийĕ çинчен пĕлчĕç, Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен кăсăк информаци илчĕç.