Салам сана, юратнă лагерь!

«Салам сана, юратнă лагерь!»  Ҫак сăмахсемпе Елчĕк вăтам шкулĕнче ҫуллахи лагерь кунĕсем  пуҫланчĕҫ. Лагерь уҫăлнине пĕлтерсе ирттернĕ линейкăра шкул директорĕ С.Н.Шмелев тата лагерь пуҫлăхĕ В.Н.Трифонова  ачасене  саламларĕҫ. Вĕсем лагере ҫӳрекенсене хастар, тăрăшуллă пулма, сывлăха ҫирĕплетме сунса каларĕҫ.

 Ачасене хӳтĕлемелли куна халалласа асфальт ҫинче ӳкерчĕксем турĕҫ. Вĕсенче ачасен малашнехи  пурнăҫĕ, тĕнче уҫлăхĕ, юратнă професси ҫинчен ĕмĕтленни палăрчĕ.  «Асамлă кăранташ» конкурс та ачасене вĕсен пурнăҫĕнчи чи хаваслă та чи кăсăк самантсене хут ҫинче палăртма пулăшрĕ.

Ачалăх кунĕсем ҫывăх ҫынсемпе,  тăван кĕтеспе, тăван ял-йышпа иртеҫҫĕ.  Ҫавăнпа ачасем «Манăн пĕчĕк Тăван ҫĕр-шывăм» виртуаллă экскурсире кăсăкланса ҫӳрерĕҫ. Елчĕк ялĕнчи паллă вырăнсене «ҫитсе килчĕҫ», тăван тавралăх илемĕпе, унăн ытарайми ӳсен-тăранĕпе киленчĕҫ.

Уҫă сывлăшра тĕрлĕ вăйă вылянă май вăхăт хăвăрт шурĕ. Смена вĕҫĕнче ачасем пылак ҫимĕҫпе сăйланчĕҫ.