Чĕлхене упрани- халăx пуласлăxĕн никĕcĕ

Чĕлхене упрани- халăx пуласлăxĕн никĕcĕ
      Ака уйăxĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăx университетĕнче Раççeй Федерацийĕн регионсем шайĕнчи "Чĕлхене упрани- халăx пуласлăxĕн никĕcĕ" конференци иртрĕ. Конференцине хамăр республикăри тата республика тулашĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Конференци И.Я.Яковлев халалĕн "Вĕренсе çyтăлма..." сыпăкне итленинчен пуçланчĕ. Малалла ЧНК президенчĕ Клементьев В Л. Чăваш Наци Конгресĕн регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕ чăваш чĕлхине тата культурине упраса хăварас тата аталантарас ĕçĕ- хĕлĕ çинчен калаçрĕ. Конференцин кун йĕркинчи тĕп ыйтăвĕ - чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕн Ассоциацине туса хурасси пулчĕ. Вĕрентекенсем ун йĕркине сÿтсе яврĕç, тивĕçлĕ йышăну турĕç. Кунсăр пуçне, вĕрентекенсем хастар ĕçтешĕceн ăcта класĕceнче пулчĕç.
Источник: Морозова Н.И., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.