Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ

Елчĕкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта та иртенпех ачасем ҫак куна халалланӑ тӗрлӗ мероприятие хутшӑнчӗҫ.

3, 6, 7,8,-мӗш классемпе Н. И. Морозова, чӑваш чӗлхипе литература учителӗ, интеллектуаллӑ вӑйӑ ирттерчӗ. Тӑван чӗлхене халалланӑ уявра 7-мӗш класра вӗренекенсем этнографи кӗтесӗнче пулчӗҫ.
 Ачасем чӑвашла тӗрлӗ сӑвӑ каласа видеороликсем те ӳкерчӗҫ, «Хусанкай вулавӗсем -2023» конкурса хӑйсен ӗҫӗсене ярса пачӗҫ.
 «Тӑван чӗлхене пӗлни тепӗр чӗлхене вӗренме пулӑшать», - тесе пӗтӗмлетрӗҫ ҫав куна ачасем.

  

Источник: Морозова Н.И.