Пуçламăш шкул вĕрентекенсем районти меслетлĕx пĕрлешĕвĕн черетлĕ занятине

Пуçламăш шкул вĕрентекенсем районти меслетлĕx пĕрлешĕвĕн черетлĕ занятине

 Ака уйăxĕн 27-мĕшĕнче пуçламăш шкул вĕрентекенсем районти меслетлĕx пĕрлешĕвĕн черетлĕ занятине Eлчĕк вăтам шкулĕнче пуçтарăнчĕç. Вĕceм "Чăваш чĕлхине вĕренме пулăшакан технологисемпе меслетсем " темăпа мастер классем пăxрĕç. 

  Заняти «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» темăпа пуçланчĕ.  Чи малтан, 175 çул каялла, чăваш çутлăхне çул уçнă Иван Яковлевич Яковлев çурални çинчен калаçрăмăр. Тăван чĕлхе — наци культурин управçи, этемлĕхĕн нумай тĕрлĕ культура пуянлăхне сăнарлакан тата сайра тĕл пулакан паха тупра.

Çавăнпа та ачасене чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме, савăнсах калаçма вĕрентмелле. 

 Пуçламăш шкул вĕрентекенсем тата  «Домино», «Театр- асамлă тĕнче» мастер классемпе паллашрĕç, конкурссене хутшăнчĕç.

 Занятисене тишкернĕ май вĕрентекенceм хăйсемшĕн те, шкул ачисемшĕн те çĕнĕ меслетсем нумай пулнине палăртрĕç.

      


      


     


Источник: Пуçламăш шкул вĕрентекенсем: Иванова М.Г., Смирнова И.В., Кормачева Н.П., Трифонова И.В., Иванова Т.М.