Нарăcăн 8-мĕшĕнче 11-мĕш класс ачисемпе "Россия- мои горизонты" проектăн черетлĕ профориентаци занятийĕ иртрĕ.
Хальхинче занятире Раççeй транспорт тытăмĕн аталанăвĕ çинчен сăмах пычĕ.
Чи малтанах аслă класс ачисем "Россия" курав форумăн "Россия в движении" павильонĕн виртуаллă хăнисем пулчĕç. Унтан транспорт сферин çитĕнĕвĕceне курчĕç, пирĕн çĕр-шывра 2030 çyлччен пурнăça кĕртме палăртнă çĕнĕ технологисем çинчен пĕлчĕç. Ачасене профессисен списокĕ те кăcăклантарчĕ.